Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун

 

1769Ӗне хырӑмне арпа пӑсмасть.Ӗне
1768Ӗне хыҫӗ пуличчен лаша пуҫӗ пул.Ӗне
1770Ӗне чӗччи те тӑваттӑ анчах.Ӗне
1771Ӗне чунӗ сӗт парас, лаша чунӗ мӗнле тӑрантарас тет.Ӗне
1772Ӗнел ӗни пӗр тенкӗ, кайса илме ҫӗр тенкӗ.Ӗне
1773Ӗнелре ҫуралнӑ качака та пурпӗр ӗне мар.Ӗне
1774Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.Ӗне
877Ӗнен сӗчӗ чӗлхи ҫинче.Ӗне
1775Ӗнен чӗлхи пысӑк та, калаҫма пӗлмест.Ӗне
1776Ӗнене ҫиллине кура хаклаҫҫӗ.Ӗне
1777Ӗнепе лаша ҫур пурнӑҫ.Ӗне
1778Ӗнерен тына кӗтеҫҫӗ, арӑмран ывӑл кӗтеҫҫӗ.Ӗне
1779Ӗнесӗр хӗрарӑмӑн ӗҫ ҫук.Ӗне
1780Ӗнӗҫмен ӗне эрнекун пӑрулать.Ӗне
1781Ӗни йӳн те, хӳри хаклӑ.Ӗне
1782Ӗни мӗнле, хуҫи ҫапла.Ӗне
1783Ӗни пӑр та ҫулать тет пӑрушӗ ҫинӗ чух.Ӗне
1784Ӗни пур та, сӗчӗ ҫук.Ӗне
1785Ӗни сӗтне ӗҫнӗ тет.Ӗне
1786Ӗни хура та, сӗчӗ шурӑ.Ӗне
2218Икӗ кӗсре ӗмекен тиха мӑнтӑр теҫҫӗ.Ут — Лаша
2219Иркӗн лаша ҫине иккӗн те утланаҫҫӗ.Ут — Лаша
1821Йӑваш йыттӑн [хаярӗ] хӳри айӗнчех.Йытӑ
1822Йӑкӑрти йытӑ кашкӑра хирӗҫ тӑмасть.Йытӑ
1823Йӑпӑлти йытта йытӑ ҫыртмасть.Йытӑ
1824Йӑтӑ ҫӑварӗнчен шӑмма илеймӗн теҫҫӗ.Йытӑ
1825Йӑтти хӳрине хушать, хӳри урине хушать.Йытӑ
1826Йӳтенӗ йытӑ йӳҫлӗхри тӗтрене те вӗрет.Йытӑ
1827Йыт аллипе ӗҫлесе йытӑ ҫимелӗх те пухӑнмасть.Йытӑ
1828Йыт амине кӗрт пултӑр.Йытӑ
1829Йыт ашне йытӑ та тиркет.Йытӑ
1830Йыт вӗрет те, ҫил илсе каять.Йытӑ
1831Йыт ҫименнине ҫын ҫиет.Йытӑ
1832Йыт ҫименнине этем ҫимест.Йытӑ
1833Йыт хакне ҫын тӑмасть теҫҫӗ.Йытӑ
1873Йытӑ — этем тусӗ.Йытӑ
1834Йытӑ айӑпне патак тикӗслет.Йытӑ
1835Йытӑ ами пӗлмесен йытӑ аҫи пӗлес ҫук.Йытӑ
1837Йытӑ васкать те суккӑр ҫуратать.Йытӑ
1838Йытӑ вӗрет, шӑпчӑк шарламасть.Йытӑ
1840Йытӑ вӗрнипе йӑмра хӑрса ларас ҫук.Йытӑ
1839Йытӑ вӗрнипе ҫил ҫӗклет.Йытӑ
1841Йытӑ вӗрнипе уйӑх тӑхри катӑлса ӳкес ҫук.Йытӑ
1842Йытӑ вӗрсе ватӑлать.Йытӑ
1843Йытӑ вӗрсен ӗмӗтленнӗ ӗмӗт татӑлать.Йытӑ
1844Йытӑ вӗрсен кашкӑр килет.Йытӑ
1845Йытӑ епле вӗрсен те ӑна уйӑх туяс ҫук.Йытӑ
1846Йытӑ ӗмӗрӗ иртет касмӑкра.Йытӑ
1847Йытӑ йӑли ҫав: ҫӗр ҫинче йӑваламасӑр ним те ҫимест.Йытӑ
1848Йытӑ йытта паллать.Йытӑ